Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аварсем (Купрат патша)

Вӑрҫа пуҫлакан вӑрӑнса вилтӗрех.
Авалхи чӑвӑшсем калани.
>>
Аварсем - пӗтӗм тӗнчене хӑратса тӑракан питӗ йышлӑ та хаяр халӑх. Питӗ ӗлӗк-авал вӗсем, пӑлхарсен йӑхӗсем пекех, хунсен патшалӑхне кӗнӗ. Ун чухне хунсем Алтай тӑвӗсен таврашӗнчи ҫеҫенхирсенче пурӑннӑ. Кайран хунсен пысӑк пайӗ, китайсемпе чылай ҫул ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, анӑҫалла, Ҫурҫӗр Кавказ таврашӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсене куҫса килнӗ. Хальхи пӑлхарсен патшалӑхне кӗрекен йӑхсем ҫав хунсен ушкӑнӗнче пулнӑ. Аслӑ та чаплӑ Аттил патша ертсе пынипе пӗтӗм анӑҫри халӑхсене ҫӗнтернӗ, сӑпса йӑви пек тискер те икӗпитле Рима та хӑратса тӑнӑ. Кайран, Аттил сарӑмсӑр вилсе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн, вӑл йӗркеленӗ патшалӑх саланса кайрӗ. Хунсен йӑхӗсем каялла, тухӑҫалла, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсенелле куҫа-куҫа киле пуҫларӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра тухӑҫран аслӑ юханшыв Атӑл леш енне юлнӑ хунсен йӑхӗсем ҫӗкленсе тухрӗҫ. Вӗсене авар йӑхӗнчен тухнӑ Тукӑлпай хан ертсе пыратчӗ. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказпа Азов тинӗсӗ таврашӗнчи пӗтӗм халӑха ҫӗнтерсе пысӑк патшалӑх турӗҫ. Кайран, Тукӑлпай ывӑлӗ Лупутай ертсе пынипе, анӑҫри халӑхсене хӗссе, Карпат тӑвӗсен еннелле куҫа пуҫларӗҫ.
Лупутай — ҫаврака пит-куҫлӑ, хура сӑнлӑ, ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ лутака ҫын. Ӑна пурте «кӑтра хан» теҫҫӗ.
Лупутай хӑйне «ҫӗнӗрен ҫуралнӑ Аттил» тесе калатчӗ. «Аттил пӑхӑнтарнӑ халӑхсем пурте пире парӑнмалла, пире куланай, хырӑҫ-марӑҫ тӳлесе тӑмалла, чурасемпе хӑрхӑмсем памалла!» — тет.
Чӑнах та, вӗсене ку тӑрӑхра пурӑнакан вуншар-вуншар халӑх парӑннӑ, куланай, хырӑҫ-марӑҫ тӳлесе тӑма тытӑнчӗҫ. Вӗсен пин-пин чура та, хӑрхӑм та. Хӑйсене парӑннӑ халӑхсене вӗсем пӗрре те шеллесе тӑмаҫҫӗ. Кирлӗ пулсан, вӑкӑр е лаша вырӑнне кӳлсе те ҫӳреҫҫӗ.
Анчах юлашки вӑхӑтра аварсене кулянтаракан ӗҫсем те пула пуҫларӗҫ. Аварсем сисмерӗҫ те, вӗсем хӑварнӑ Ҫурҫӗр Кавказ ҫеҫенхирӗсене таҫтан сиксе тухнӑ пӑлхарсем кӗрсе кайрӗҫ те хӑйсен аслӑ та чаплӑ патшалӑхне туса хучӗҫ. Аварсен ханӗ Лупутай пӑлхарсен патши патне хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тесе темиҫе те ҫыру ҫырса ячӗ. Анчах пӑлхарсен патши Купрат хӑнк та тумасть. Пачах урӑхла, хӑйне никама пӑхӑнман аслӑ патша пек туять, Лупутая «шӑллӑм» теме те хӑять.
Купрата хӑратас, хырҫӑ тӳлеттерес тесе, Лупутай пӑлхарсем ҫине хӑйӗн Кӗҫӗн ҫарне те ячӗ. Анчах пӑлхарсем хӑраса тӑмарӗҫ, хирӗҫ тухрӗҫ те аварсен Кӗҫӗн ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ. Ун хыҫҫӑн Лупутай темиҫе хутчен те пӑлхарсем ҫине тӗрлӗ тамансем ячӗ. Усси пулмарӗ. Пӑлхарсем питӗ ӑста ҫапӑҫаҫҫӗ... Юлашкинчен вара, ним тума аптранипе, Лупутай хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухма хушрӗ.
— Пӑлхарсем ҫине! — терӗ вӑл ҫарпуҫӗсене. — Ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр! Ҫунтарса яратпӑр! Никама та шеллемелле мар!.. Чӗрӗ юлнисене чуралӑха сутатпӑр!..
Аслӑ ҫарта — пилӗк таман, урӑхла каласан, аллӑ пин эккел. Вӗсенчен пӗр таманӗ — амрит, пӗтӗмпех тимӗр тум тӑхӑннӑ вунӑ пин эккел. Вӗсен учӗсене те хӳтлевпе витнӗ. Ку тамана паллӑ ҫарпуҫӗ Такканай ертсе пырать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ сине тухас умӗн Такканай ханпа куҫа-куҫӑн калаҫас тесе Аслӑ ҫурта пычӗ.
— Инҫе ҫула тӗрӗслемесӗр, куҫ-хӑлхасем ямасӑр ун пек вӑрҫа тухса каймалла мар, — терӗ вӑл. — Аслӑ хан, атя-ха, васкар мар. Малтан куҫ-хӑлхасем ярар. Пӑлхарсен вӑйӗ пирки тӗпчесе пӗлер!..
— Мӗскер калаҫан, Такканай? — терӗ хан. — Эсӗ мӗскер, хӑраса ӳкмерӗн пуль те?.. Ҫав ниме тӑман пӑлхарсенчен...
— Аслӑ хан! — кӳренчӗ ку ыйтусене илтсен ҫарпуҫӗ. — Хам тамана ертсе, эпӗ миҫе вӑрҫӑра кӑна пулман ӗнтӗ. Сан чапна, аварсен ырӑ ятне ӳстерес, пӗтӗм тӗнчене сарас тесе... Нихӑҫан та хӑраса тӑман... Пӗр ҫапӑҫура та чакса кайман...
— Эппин, халӗ те хӑраса ан тар! — хаваслӑн кулса каларӗ хан. — Пӑлхарсене ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр!..
— Хам таман пирки иккӗленместӗп эпӗ, — терӗ Такканай. — Анчах ытти тамансене шанма пулать-и?.. Ҫарпуҫӗсем иртӗхсе кайрӗҫ. Ҫапӑҫура пӗр-пӗрне пулӑшса пымаҫҫӗ. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтрах ҫаратасшӑн та пуясшӑн... Вӗсене кура эккелсем те...
— Такканай! — тарӑха пуҫларӗ хан. — Эсӗ мӗн, хан вырӑнне ыйтусем татасшӑн мар пуль те?!. Асту, пичче ывӑлӗ, пӗртен-пӗр темрук тесе тӑмӑп эпӗ.
— Ҫук, аслӑ хан! — пуҫне тайрӗ те Такканай Аслӑ ҫуртран кутан чака-чака тухса кайрӗ.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирпе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫар пырать. Ку вӑл никам ҫӗнтерейми ҫар, аварсен ҫарӗ. Ӑна аслӑ хан Лупутай хӑй ертсе пырать. Ҫак никам ҫӗнтерейми ҫар Аслӑ Пӑлхарстана пырса кӗмелле те ним юлми ишсе-ҫунтарса ямалла. Чӗре юлнӑ пӑлхарсене пурне те византисене е аякри галлсене чуралӑха сутмалла.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-22 22:42:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2366 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем